Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XXX пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Ҫӗрле. Тӳлек. Ӗшеннӗ Атӑл
Канма выртман-мӗн — ҫывӑрмасть,
Пӗр шавсӑр, канӑҫлӑ выртмасть.
Хумсем пӗр ҫилсӗр: шӑпӑл-шапӑл —
Сӑмах ваклаҫ пек тем ҫинчен.
Тӳлек... Ним те шиклентермест пек,
Нимле усал ҫӳҫентермест пек...
Чим! Йӑлӑм айлӑмӗ енчен
Аран-аран сас илтӗнет:
«Васка, васка, шыврах ан ҫывӑр!»
Ҫынсем, утсем сывлаҫҫӗ йывӑр,
Ват Атӑл вӑрттӑн чӳхенет.

Нерядово пач ҫывӑрмарӗ —
Ял-йыш лӑп вырӑн тупаймарӗ,
Пӑшӑрханать, ыйтать: «Мӗн пулӗ?
Тен, савӑнса хӗвел йӑл кулӗ,
Ҫитсе, тен, ҫапӗ аслати.
Ҫӑлсам пире эс, васпати».
Ҫурма ҫӗрте шыв урлӑ каҫрӗ
Хӑй ҫарӗ хыҫҫӑн Пугачев.
Ӗшеннӗ ҫар канма вырнаҫрӗ
Ҫак вырӑс ялӗ ҫумӗнче.
«Ах, иртрӗ-мӗн хӑрушӑ каҫ» —
Ҫынсем хавассӑн сӑх сӑхаҫ.

Ытла та вӑйсӑрланнӑ ҫар:
Хусан панче телей пулмарӗ.
Халь Пугачевӑн ӗҫ начар.
Вӑл малалла кайма шутларӗ.
Ҫар ыйӑхра. Ак тӑтӑшах
Выртать ҫерем ҫинче пӗр ушкӑн:
Ав ыталанӑ чӑваша
Ват ҫармӑспа пӗр ҫамрӑк пушкӑрт.
Кунта, кур, вырӑс ҫумӗнче
Тутар кукленнӗ, ҫывӑрать...
Те ӳхӗ, те?.. Сасси инҫе —
Те мӑшкӑллать, те йыхӑрать.

Ӑҫти ҫынсем, ӑҫта ҫӳренӗ,
Ӑҫтан-ши, хӑш енчен илмен?
Кам кутӑнланӗ, кам кӳренӗ —
Пӗрне те ирӗксӗр илмен.
Пӗрне улпучӗ пусмӑрланӑ,
Кӑна-мӗн сутнӑ салтака
Е хӗр чысне куштан вӑрланӑ,
Чинри тӗп тунӑ алмака.
Ах, ирӗклӗх! Вӑл чӑн та Турӑ,
Уншӑн вӑрҫа тухни — телей
Ниме те пуҫ ҫапмаҫҫӗ урӑх,
Ниме лартмаҫҫӗ тӗпеле.

Ҫук, ҫывӑрмарӗ Пугачев;
Пуҫра ҫӗр шухӑш сапаланчӑк.
Тен, тӗксӗмленчӗ янкӑр шанчӑк
Ун Атӑл урлӑ каҫнӑ чух,
Шиклентерет, тен, паттӑр ҫарӑн
Малашӗ, уҫӑмсӑр шӑпи?
Шутлать: «Ҫиле калаймӑн, чарӑн!
Е тӑвӑла эп хушӑп-и
Хӗвел тухсассӑн лӑпланма?
Ҫук, ҫук, Раҫҫей мана ӑнланӗ,
Пулас кунсем те аванланӗҫ,
Халь йӳтӗм ҫук ман авӑнма».

Кавруҫ ирех ҫитме васкать, —
Хӑй ушкӑнне канма памарӗ, —
Утне васкатрӗ, хаваларӗ —
Чарусӑр ҫилхине ласкать.
Хӗвел хӑпариччен вӑл ҫитрӗ,
Ак, пуринчен те иртерех.
«Кам?» — Пугачев хавассӑн ыйтрӗ.
Хурал пӗлтерчӗ: Тойтирек.
Кунтах Негей, Саркуш, Якур.
Пурте Пугачева курасшӑн,
Хӑйсен вӑйне-мӗн кӑтартасшӑн:
«Ак, пирӗн паттӑрсене кур».

Хутшӑннисем «патшашӑн» ӗнчӗ —
Паллашрӗ ал пара-пара.
Хӑнисене кӗмешкӗн сӗнчӗ
Самантлӑх карнӑ чатӑра.
Патша... Ҫак таранччен вӗсемшӗн
Вӑл ларнӑ Турӑ ҫумӗнче.
Халь юнашар тӑрать; этемшӗн
Асап курать ҫак ҫӗр ҫинче.
Виҫшер курка сӑра ӗҫсессӗн,
Ҫемҫелчӗ кӑмӑл: пыл та ҫу.
Килнисене пӗлсе ҫитсессӗн
Патша пуҫларӗ калаҫу:

«Пупсем ялан, хурах вӑл теҫҫӗ,
Путлантӑр теҫҫӗ, Турӑ пар.
Эп хушнипе ҫӗр валеҫеҫҫӗ,
Парап пӗр пуссӑрах тӑвар.
Мана пӑхӑнакан ҫынсем,
Сире калатӑп пытармасӑр:
Манран пӗр ҫухрӑм та хӑпмасӑр
Мана йӗрлеҫҫӗ ҫӑхансем.
Пӗлетӗр ӗнтӗ: илеймерӗм
Тӳре-шараллӑ Хусана.
Ҫӗнме вӑй-халӑм ҫитеймерӗ —
Ҫук, парӑнмарӗ вӑл мана.

Сахалланать ман ҫар; ӳкеҫҫӗ
Ытла та ывӑннӑ утсем.
Сисетӗп эп: ҫакна пӗлеҫҫӗ
Пупсем те сӑхӑ улпутсем.
Ман ӗмӗт пысӑк, вӑй ҫитмест...
Анчах ҫил-тӑвӑл, ҫук, иртмест.
Хӑюллӑ ҫынсене пуҫтарӑр,
Улпутсене тӗпрен тустарӑр.
Ӗҫ халӑх йынӑшать, пӗлетӗр,
Пин ҫул вӑл пусмӑра тӳсет.
Вӑратӑр халӑха: ҫӗклетӗр
Вӑл пуртӑ, сенӗк те кӳсек».


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-10 18:16:00 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2472 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем